iBet uBet web content aggregator. Adding the entire web to your favor.
iBet uBet web content aggregator. Adding the entire web to your favor.



Link to original content: https://cv.wikipedia.org/wiki/Хушамат
Хушамат — Википеди Контент патне куҫ

Хушамат

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Хушамат – пĕр йăхран тухнине кăтартма пулăшакан хушма ят.

Сăмах пулăвĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ку сăмах чăн-чăн чăваш сăмахĕ. Вăл икĕ пайран тăрать: хушма тата ят. Вĕсем пĕрлешнипе хушамат сăмах пулса кайнă.

Хушма ятсен кулленхи сăн-сăпачĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вырăссен йĕркипе йышăннă хушаматсем вырăнне кулленхи калаçура кулленхи хушаматсемпе (е хушма ятсемпе) усă кураççĕ. Вĕсене тĕпрен илсен çакăн пек ушкăнлама пулать:

  • Кĕлеткен е сăн-сăпатăн паллисене кура: Вăрăм Павăл, Кăтра Кури, Сăмса Ваççи.
  • Йăхри паллă çынсен ячĕсемпе: Ишек Петти, Партас Шурри
  • Ашшĕ е, сайра-хутра, амăшĕ ячĕпе: Энтри Вовви, Петюк Сашши, Анна Толли
  • ĕçне кура: Платник Юркки, Çĕвĕç Валли
  • Чĕрчунсен, кайăксен ячĕсемпе: Курак Саньки, Кашкăр Иванĕ
  • Çири е çумĕнчи пĕр-пĕр паллă япалине кура: Калуш Валли, Çăпата Вихтăрĕ.


Хут çинчи хушаматсен историйĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хут çинчи хушаматсен историйĕ чăвашсене тĕне кертме пуçласан аталаннă. Вырăс переписчĕкĕсене вырăсла хушаматсем çывăх пулнă пирки вĕсем ытти халăх çыннисене те вырăсла вариантлă хушаматсемпе çырнă. Тĕне кĕртнĕ чухне те православи ятнех хунă. Малтанхи вăхăтра чăвашсем икĕ ятпа пурăннă, пĕри хут çинче, тепри – ял-йыш хушшинче. Хут çинчи ят тĕрлĕ налук тӳллеме, салтак кайма, Кантур ĕçĕсемпе çӳреме кирлĕ пулнă. Ялта хут ята ыттисем нумай чухне пĕлмен те. Ку йăла паянхи куна та чăваш ялĕсенче упранать. Ял варринче пĕр-пĕр çынтан хут çинчи ятпа ыйтсан сире тӳрех хуравлаймасан та пултараççĕ, анчах та ялти ятпа ыйтсан кирек кам та тӳрех калать.

Çавăн пекех

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шаблон:Ятсем