Ту-144
Ту-144 — 1960-мĕш çулсенче Туполев КБ туса ĕçе кĕртнĕ совет сасăран хăвăрт пассажир самолёчĕ. Ту-144, Конкорд пекех, авиакомпанисем коммерци енĕпе хăçан та пулин усă курнă сасăран чи хăвăрт икĕ авиалайнертан пĕри пулать.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1973 çулхи çĕртмен 3-мĕшĕнче 77102 № Ту-144 Ле Бурже авиасалонĕнчи демонстраци вĕçевĕнче çĕре персе анать. Экипажри 6 пайташ (Совет Союзĕн Паттарĕ, тава тивĕçлĕ хăнăхтару-вĕçевçĕ М. В. Козлов, хăнăхтару-вĕçевçĕ В. М. Молчанов, штурман Г. Н. Баженов, тĕп конструкторăн çумĕ, инженер генерал-майор В. Н. Бендеров, ертӳ инженерĕ Б. А. Первухин, тата бортинженер А. И. Дралин) пĕтеççĕ. Аварин чăн сăлтавĕсене халĕ те тупайман, анчах та тĕп версисемпе экипажăн кĕтмен çĕртен сиксе тухнă франци «Миражĕпе» (вĕçевçĕн совет Ту-144 вĕçевре фотографилеме хушнă) çапăнасран хăвăрт пăрăнма тивнĕ, тытăмлăх системи пăсăлни, е самолёт планерĕн конструкцин çирĕплĕхĕ манёвр енĕпе начаррипе пулна темелле.
Çапах та, Ту-144 пĕрмайхи рейссене кăлараççĕ. Пĕрремĕш ĕçлев рейсне 1975 çулхи раштавăн 26-мĕшĕнче Мускав—Алма-Ата маршрутне тухать, унта самолёт почтăна куçарать, 1977 çулхи чӳк уйăхĕнчен пуçласа çав тĕлĕрех пассажирсене турттарма тытăнать. Рейссене икĕ самолёт кăна — № 77109 тата № 77110 — тухнă. Аэрофлот вĕсевçисем иккĕмĕш пилот пулса, командир вырăнне яланах Туполев ОКБ вĕçевçĕ-тĕрĕслевçĕсем йышăннă. Самолёт çине ларма билета 68 тенкĕпе сутнă[1], ахаль сасăран хăвăрт мар самолётпа Алма-Атана çитме 48 тенкĕ тăнă. Ту-144 коммерци карьери кĕске пулнă.
Самолетăн çитменлĕхĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Туса хатĕрлеме тата эксплуатацире хаклă
- Ытлашши шавлă.
- Экономлă мар, çунăка нумай çиет.
Самолётсен шăписем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Пурĕ 16 машинă туса хатĕрленĕ — 68001, 77101, 77102, 77103, 77105, 77106, 77107, 77108, 77109, 77110, 77111, 77112, 77113, 77114, 77115 и 77144 борчĕсем.
Юлнисенчен халĕ вĕçме пултараканни çук. Пур деталĕпе хатĕр, вĕçме пултаракан шая пуçтарма хатĕр бортсем: Ту-144ЛЛ № 77114 тата ТУ-144Д № 77115.
Пуçтарма юрăхлисем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ТУ-144ЛЛ № 77114: НАСА тĕрĕслев ĕçĕсенче усă курнă, Жуковский аэродромĕнче упранать.
- ТУ-144Д № 77115: Жуковский аэродромĕнче упранать. 2007 çулта ТУ-144Д № 77115 ăна çĕнĕтсе малтанхи тĕспе сăрланă МАКС-2007 салонне халăх курма лартнă.
ТУ-144 № 77114 тата № 77115: палăк е Жуковский аэродромĕнче экспонант вырăнне уса курма хатĕрлеççĕ. 2004—2005 çулсенче вакланă металла сутма хатĕрленĕ пулнă, анчах та авиаци этем пĕрлĕхĕ çак усал ĕç-пуçа чарнă, çавана пула та çак харушăлăх сӳнмен-ха.
Музейсенче
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ТУ-144 № 77106: Монинăри СÇВ музейĕнче, Мускав çумĕнче
- ТУ-144 № 77110: Чĕмпĕрти граждан авиаци музейĕнче
- ТУ-144Д № 77112: Зинсхайм (Германи) музейĕнчи юсаса туса лартнă самолёчĕ чи паха экземплярĕ пулать. Юнашар — франци «Конкорчĕ».
Управрисем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ТУ-144 № 77107: Хусан авиаци институтĕнче упранать.
- ТУ-144 № 77108: Самар аэрокосмос университечĕн музейĕнче упранать[1].
Çĕмĕрĕлсе çунса кайнă самолётсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ТУ-144 № 77102: çĕртме, 3 1973, Ле Буржере кăтарту вĕçевĕнче.
- ТУ-144 № 77111: сывлăшра çулăм тухнипе Егорьевск патĕнче авари анăмне тăвать (самолёт пĕтĕмпех пĕтет, 2 çын вилет)
Ытти самолётсене 90-мĕш çулсенче пайланă е касса тĕслĕ металла вакланă.
Массăллă этеплĕхре
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ту-144 самолёта «Мимино» фильмра çапса ӳкернĕ. Сценарипе, вăл Делипе Сан-Францискона вĕçнĕ.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ту-144 Викиампарта? |
- История и описание Ту-144 2009 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнче архивланӑ.
- Могила пилотов ТУ-144 на Новодевичьем кладбище
- Жизнь и смерть самолёта «Ту-144» (журнал «Огонёк») 2000 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче архивланӑ.
- Ту 144 подробная история создания на сайте www.testpilot.ru
- Клуб героев Жуковского 2009 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 24-мӗшӗнче архивланӑ.
- На картах Яндекса, стоит в Жуковском
- реестр выпущенных Ту-144 с подробным описанием
- реестр всех выпущенных Ту-144 с подробным описанием на сайте Авиационной истории