iBet uBet web content aggregator. Adding the entire web to your favor.
iBet uBet web content aggregator. Adding the entire web to your favor.



Link to original content: https://cv.wikipedia.org/wiki/Ту-134
Ту-134 — Википеди Контент патне куҫ

Ту-134

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ту-134
Aviogenex авиакомпанин Ту-134 Цюрих аэропортĕнче, 1982
Тĕс пассажир самолёчĕ
Хатĕрлекен Туполевăн КБ
Тăвакан ХАĔП
Пĕрремĕш вĕçев утă, 29, 1963 çул
Статус эксплуацире
Тĕп эксплуатантсем ЮТэйр (34)[1]
Кăларнă çулсем 19661984

Ту-134 (ÇАПУ классификацийĕпе: Crusty«Чăрсăр») — совет пассажир самолёчĕ

Кĕске тата вăтам тăсăлăвлă авиалинисем валли, 1960-мĕш çулсен пуçламăшĕнче Туполев ячĕллĕ ОКБра хатĕрленĕ те серилле 19661984 çулсенче Харьковри авиаци производство пĕрлешĕвĕнче кăларнă. Совет Союзĕнче пуçтарнă массăллă пассажир самолёчĕсенчен пĕри. Пурĕпе мĕнпур модификаципе 852 самолёт туса кăларнă.[2] Пĕрремĕш вĕçеве 1963 çулхи утăн 29-мĕшĕнче хăпарнă, эксплуатацие 1967 çулхи авăн уйăхĕнче кĕртнĕ. Ту-134 Соцлагере экспортланă.

Вăрăм та çинçе фюзеляжне тата двигательсен çӳллĕ сассине пула авиаторсем хушшинче Ту-134 официалла мар «Шăхлич» ята тивĕçет.[3]

Чехословакире тунă Ту-134 («CSA»): штурман «чӳречи» çук

Конструкцийĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Двигатель техника пахалăхесем
Д-30[4]
Хăпарнă чух туртăмĕ 12 000 кгс
Крейсер вĕçевĕн туртăмĕ 2750 кгс
Топливо тăкакĕ:  
  хăпарнă чух 0,5
  крейсер вĕçевĕнче 0,7
Турбина умĕнчи газ температури 1154 °C
Йывăрăшĕ, агрегатпа пĕрле 2 640 кг
Варăммăшĕ 6000 мм
Диаметр 1640 мм

Модификацисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Ту-134А (АК Пулково) Домодедово аэропортĕнче

Ту-134 (1966—1970)

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Базăллă проект модификацийĕ кантăкланă сăмсăллă. Пĕрремĕш сери самолёчĕсем борт çине 64 пассажир илме пултарнă, каярах вăл 72 çитет. Пĕрремĕш Ту-134 самолётсем çине икĕ Д-20П-125 (2 х 5800 кгс) двигатель лартнă пулнă. Малтан самолёта Ту-124А палăртупа кăларнă. 1969 çулхи çуркунне Ту-134 самолёта Ле-Бурже авиасалонĕнче кăтартнă. Пурĕпе база версипе 78 самолёт, çав шутра 2 опытлине (1963) тата 9 сери-умĕнчисене (1964—1965 çулсем) кăларнă. Вĕсенчен 30-не ГДРпа Польшăна сутнă.

Ту-134А (1970—1980)

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ту-134А — пĕрремĕш сериллĕ модификаци. Самолёта 1970 çулхи акаран пуçласа 1980 çулчен кăларнă. Ту-134А çине лайăхрах иккĕмĕш серийĕн Д-30 двигатĕлĕсене (çунакан япалана перекетлĕ тăкаклакан тата реверс туртăмĕллĕ) лартнă, çавна пула тормоз парашютсемпе усă курма пăрахнă. Унсар пуçне, Ту-134А фюзеляжĕ 2,1 м ытларах варăм.

  • Ту-134А-2 — кантăк сăмсине урăхлатнă самолёт.
  • Ту-134А-3 — иккемĕш серийĕ, лайăхлатнă Соловьёвăн виççемĕш серийĕн Д-30 турбовентилятор двигателли.
  • Ту-134АК — 24 вырăнлă 1 класс тата 13 пассажир «люкс» салонĕ. Пассажирсем валли иккĕмĕш алăк тата ăшне кĕрекен трап пулнă. Хăш самолёчĕсем çине ятарлă çыхăну лартнă. Ытларах СÇВ валли кăларнă.[5]
  • Ту-134А «салон» — пĕр алăклă, Ту-134АК аналогĕ.[5]

Ту-134Б (1980—1984)

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ăçта курма пулать

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ту-134 самолётсене чĕмпĕр хулин авиаци музейĕнче,[6] çаплах Баден-Вюртемберг çĕрĕнчи Зинсхайм нимĕç хулинче харпăр музейĕнче курма пулать. Энгельс авиабазин инçет авиацин музейĕнче те вĕрентӳ Ту-134УБЛ самолёчĕ вырăнне усă кураççĕ. Кишинев аэровокзалĕн çурчĕ умĕнче «Air Moldova» авиакомпанин Ту-134 модельне ĕмĕрлĕхех вырнаçтарнă.

Вĕçев-техника пахалăхĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Ӳкерчĕк:Shema tu-134.gif
Ту-134 схеми
Ту-134А[7] Ту-134Б[8] Ту-134Ш[9]
Габаричĕсем
Вăрăммашĕ 37,1 м 37,1 м 37,1 м
Çунаттисен сарлакăвĕ 29 м 29 м 29 м
Çӳллĕшĕ 9,02 м 9,02 м 9,02 м
Фюзеляж диаметарĕ 2,9 м 2,9 м 2,9 м
Вырăн шучĕ
Экипажăн 4 3 3
Чи нумаййи 68 96 12
1-мĕш класс 8 8
Масса тата тиениллĕх
Хăпармалли 43 т 47,6 т 47 т
Коммерци 8,2 т 9 т
Анса лармалли 43 т 43 т 43 т
Çунăк япала янтти 14,4 т 13,2 т 16,5 т
Вĕçев хыпарĕсем
Крейсер хăвăртлăхĕ 850 км/ч 880 км/сех 885 км/сех
Инçе вĕçевĕ 2100 км 2020 км 1890 км
Эксплуатаци маччи 12 100 м 10 100 м 11 900 м
ХАЙ кирлĕ вăрăммăшĕ 2400 м 2850 м 2400 м

Самолёт çухатни тата катастрофăсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2008 çул пуçламăш тĕлне Ту-134 тĕслĕ 69 самолёт çухатнă.[10]

Хыпар Борт номерĕ Катастрофа вырăнĕ Инкеке лекнисем Кĕскен çырни
14.01.66 Ту-13445076 Ту-134х.ç. 8/8 Хăнăху вĕçевĕ
19.11.69 Ту-134HA-LBA Ту-134Стамбул 0/х.ç. Анса ларнă чух ВПП айккинелле тухса ӳкнĕ
23.05.71 Югослави ялавĕ (1945—1991)YU-AHZ Югослави ялавĕ (1945—1991)Риека 78/83 Кăткăс метео условисенче тĕп-тĕрĕс анма пултарайман[11]
16.09.71 Ту-134HA-LBD Ту-134Киев 49/49 Ӗçлемен генераторпа анса ларнă чух виççĕмĕш хутĕнче çапăнать.
16.07.72 Ту-13465607 Ту-134Мускав ячĕллĕ канал 0/х.ç. Экипаж йăнăшне пула самолет тĕрĕслев вĕçевне Мускав ячĕллĕ канал тĕпĕнче вĕçлет. Фюзеляжне çекленĕ, çăлавçăсем валли тренажер вырăнне усă курнă.
30.06.73 Ту-13465668 Шаблон:Иордани ялавĕАмман 7+2/84 Вĕçсе хăпарайман
01.09.75 ГДР ялавĕDM-SCD ГДР ялавĕЛейпциг 27/34 Çӳлтен анса пынă чухне çӳллĕшне тĕрĕслеме маннă, самолет глиссадăран аялтарах анма тытăннă та çапăннă. СКК 5 çуллăха, экипажăн чĕрĕ юлнă ытти пайташĕсене – 3 çуллăха тĕрмене хупнă.
02.01.77 Чехословаки ялавĕOK-CFD Чехословаки ялавĕПрага 0/48 Хăпарма пуçланă Ил-18 машинăпа ВАЙ çинче çапăнать
02.04.77 Югослави ялавĕ (1945—1991)YU-AJS Шаблон:Габон ялавĕЛибревиль 8/8 Япала турттаракан рейс, аннă чух çапăннă
21.09.77 Ту-134HA-LBC Ту-134Румыни 29/53 Анса ларнă чух экипаж двигательсен хăвачĕ чакнине асăрхаман
22.11.77 ГДР ялавĕDM-SCM ГДР ялавĕБерлин 0/74+ Анса ларнă чух автопилота чĕртмен
16.03.78 Ту-134LZ-TUB Ту-134Враца патĕнче 73/73 Эшелонран тухса ӳкнĕ. Пĕтĕмпех паллă мар.
22.05.79 Ту-13465031 Ту-134 Лиепая 4/5 Ытлашши тиенĕ самолет кăткăс метеоусловисенче анса ларайман.[12]
19.05.79 Ту-13465839 Ту-134Ӗпхӳ 0/х.ç. Анса ларнă чух шасси хĕсĕннĕ пирки ВАЙ йĕрĕнчен тухса ӳксе çулăма кĕнĕ.
31.05.79 Ту-13465649 Ту-134Тĕмен 0/н.д. Анса ларнă чух шасси шини çурăлса кайнă, гидравлика çĕмĕрĕлнĕ. Самолет çунса кайнă.
11.08.79 Ту-13465816 Ту-134 Днепродзержинск 94/94 Диспетчер йăнăшĕпе сывлăшра тепĕр Ту-134 çапăннă.
11.08.79 Ту-13465735 Ту-134 Днепродзержинск 84/84 Диспетчер йăнăшĕпе сывлăшра тепĕр Ту-134 самолётпа çапăннă.
23.01.80 Ту-134SP-LGB Ту-134Варшава 0/х.ç. Анса ларнă чух ВАЙ йĕрĕнчен тухса ӳкнĕ.
06.01.81 Ту-13465698 Ту-134Адлер 0/х.ç. Анса ларнă чух чарак (тормоз) ĕçлеме пăрахнă
28.06.81 Ту-13465871 Ту-134Симферополь 0/н.д. Анса ларнă чух шасси шини çурăлнă
17.06.82 Ту-13465687 Ту-134Североморск 18/19 ВТИ самолет - лабораторийĕ. Экипаж диспетчер асăрхаттарнине итлемен, ана-лару курсне улăштарнă та сăрт çинчи радиомачтана пырса çапăннă. СКК чĕрĕ юлнă.
14.08.82 Ту-13465836 Ту-134Сухуми 11+0/н.д. Ту-134 вĕçсе хăпаракан йăрăм çине L-410 тухнă
17.06.83 Ту-13465657 Ту-134около Гали 0/н.д. Турбулентлăх йăрăмне лекнĕ, ăнăçлă анса ларнă, анчах та хытă çĕмĕрĕлнĕ.
30.08.83 Ту-13465129 Ту-134Алма-Ата 90/90 Анса пынă чухне экипаж çӳллĕш приборне пăхса пыман.[13]
18.11.83 Ту-13465807 Ту-134Тбилиси 8/н.д. Лайнера туртса илесшĕн пулнă. СКК самолет курсне çивĕччĕн пăрнă. Кабинăри террористсем пăшалран тĕл пеме пултарайман та вĕсене унтан тĕксе кăларнă. Аэропорта çитсен Ту-134 салонне спецназ штурмланă. Лайнер кăткăс манёвр пирки питĕ туйăмлă çĕмĕрелнĕ те ĕçрен кăларнă.
10.01.84 Ту-134LZ-TUR Ту-134Софи 50/50 тăвăлра анса ларнă чухне çапăнать.[13]
25.05.84 Ту-134х.ç. Ту-134около Донецка н.д. Çар самолечĕ кăлтăка лекет те сывлăшрах арканса каять. Лайăх юсаман пулнă.
01.02.85 Ту-13465910 Ту-134 Минск патĕнче 58/80 Çуначĕсем пăрланнине пула Неживка ялĕ патĕнче ӳкет[14].
03.05.85 Ту-13465856 Ту-134Львов патĕнче 15+79/79 Сывлăшра Ан-26 çулăннă[15]
22.06.86 Ту-13465142 Ту-134Пенза 1/59 Татăлнă вĕçев, самолет ВАЙ айкинелле тухса ӳкнĕ. Пĕр пассажирăн чĕре хĕсни пулса тухать.
02.07.86 Ту-13465120 Ту-134 Сыктывкар 54/94 Борт çинчи вут-кăвар.[16]
19.10.86 Мозамбик ялавĕC9-CAA КАР ялавĕВĕрçĕлен тăвĕсем 34/44 Аçа çумăрта анса ларнă чухне çапăннă. Мозамбик президенчĕ Самора Машел сарăмсăр вилет.[17]
20.10.86 Ту-13465766 Ту-134Куйбышев 70/92 СКК приборсене пăхса лартатăп тесе тавлашнă. 6 çуллăха тĕрмене хупнă.
12.12.86 Ту-13465795 ГДР ялавĕБерлин 72/82 Диспетчера ăнланса илеймен те хупăнчăк йăрăма анса ларасшăн пулнă.[11]
23.07.87 Ту-13465874 Ту-134 Иваново н.д. пĕтĕмпех паллă мар
17.02.88 Вьетнам ялавĕVN-A108 Вьетнам ялавĕХаной 0/х.ç. пĕтĕмпех паллă мар
27.02.88 Ту-13465675 Ту-134Сургут 20/51 Анса ларнă чух çапăннă.[11]
09.09.88 Вьетнам ялавĕVN-A102 Ту-134Бангкок патĕнче 76/90 Аслатиллĕ чух анса ларнă
11.10.88 Чехословаки ялавĕOK-AFB Чехословаки ялавĕПрага 0/н.д. Хыттăн анса ларнă. Каярах лайнер фюзеляжĕнче буфет туса хунă.
28.07.89 Ту-13465670 Ту-134Улан-Удэ 0/н.д. Çар самолёчĕ. Каçпа аннă, ВАЙ йĕрĕнчен 300 м аякра анса ларнă.
13.01.90 Ту-13465951 Ту-134Первоуральск патĕнче 27/71 Борт çинче вут-кăвар сиксе тухнипе анса лармалла пулнă.[11]
12.01.91 Вьетнам ялавĕVN-A126 Вьетнам ялавĕХошимин 0/76 Анса ларнă чух сасартăк çӳллĕшне çухатнă
24.01.92 Шаблон:Грузи ялавĕ (1990-2004)65053 Шаблон:Грузи ялавĕ (1990-2004)Батуми 0/х.ç. Анса ларнă чух юртан тасатман ВАЙ çинчен тухса ӳкнĕ.
27.08.92 Раççей Федерацин ялавĕ65058 Раççей Федерацин ялавĕИваново 84/84 Аннă чух, ВАЙ йĕрĕнчен 2 çм сылтăм тĕлне тухнă. Иккĕмĕш çаврана çĕкленеймен.
29.08.92 Шаблон:Грузи ялавĕ (1990-2004)65810 Украина ялавĕХарьков х.ç. ВАЙ айккинелле тухса ӳкнĕ, пайсене сапаланă.
20.09.92 Шаблон:Грузи ялавĕ (1990-2004)65809 Шаблон:Абхази ялавĕСухуми 0/н.д. Абхази çарĕсем хăпарнă чух персе антарнă.[18]
21.09.92 Шаблон:Грузи ялавĕ (1990-2004)65893 Шаблон:Абхази ялавĕСухуми 27/27 Абхази ракета катерĕ персе антарнă. Тинĕсе ӳкнĕ.[18]
23.09.92 Шаблон:Грузи ялавĕ (1990-2004)65001 Шаблон:Абхази ялавĕСухуми 1/х.ç. Абхази çарĕсен миномёт çулăмĕпе çĕмĕрнĕ.[18]
22.02.94 Ту-134HA-LBP Ту-134Будапешт 4+0/0 Вĕçеве хатĕрлекен ангарта çулăма лекнĕ.
07.05.94 Раççей Федерацин ялавĕ65976 Раççей Федерацин ялавĕАрхангельск 0/62 Анса ларнă чух гидравлика системинче сахал пусăма пула шассин сылтăм ури тухман.
09.09.94 Раççей Федерацин ялавĕ65760 Раççей Федерацин ялавĕЖуковский патĕнче 7/7 Ту-22 бортпа çапăннă, çав самолёт тĕрĕслев вĕçевĕнче хыççăн вĕçсе пырса тепловизор çине ӳкерсе пымалла пулнă.
18.11.94 Ту-134HA-LBK Ту-134Будапешт 0/н.д. Хăнăху вĕçевĕнчен анса ларнă чухне шассин малти урапине тытаканĕ тухмасть.
11.12.94 {{Ичкери ялавĕ}65896 {{Ичкери ялавĕ}Грозный 0/0 Грозный аэропортĕнче çар авиацийĕ çунтарса янă.
11.12.94 Ичкери ялавĕ65858 Ичкери ялавĕГрозный 0/0 Грозный аэропортĕнче çар авиацийĕ çунтарса янă.
11.12.94 Ичкери ялавĕ65030 Ичкери ялавĕГрозный 0/0 Грозный аэропортĕнче çар авиацийĕ çунтарса янă.
11.12.94 Ичкери ялавĕ65014 Ичкери ялавĕ Грозный 0/0 Грозный аэропортĕнче çар авиацийĕ çунтарса янă.
11.12.94 Ичкери ялавĕ65075 Ичкери ялавĕГрозный 0/0 Грозный аэропортĕнче çар авиацийĕ çунтарса янă.
15.04.95 Перу ялавĕOB-1553 Перу ялавĕЛима 0/73 Анса ларнă чухне шасси хĕсĕнсе ларать.
24.06.95 Раççей Федерацин ялавĕ65617 Нигери ялавĕЛагос 16/80 Шалкăм çумăрта ВАЙВ айăккине тухса ӳкнĕ[11].
05.12.95 Азербайджан ялавĕ65703 Азербайджан ялавĕНахичевань 52/82 Сулахай двигателĕ çӳлле хăпарнă чух чарăннă, çапах та экипаж йăнăшпа сылтăм двигательне чарса лартнă. Аварилле анса ларнă.[19].
16.11.96 Вьетнам ялавĕVN-A114 Вьетнам ялавĕДананг 0/х.ç. малти ури руль çулĕпе пынă чух хуçăлнă
03.09.97 Вьетнам ялавĕVN-A120 Камбоджа ялавĕПномпень 65/66 шалкăм çумăр вăхăтĕнче аннă чух çапăннă.[11]
23.09.99 Ичкери ялавĕ65626 Ичкери ялавĕГрозный 0/0 Авиатапăну вăхăтĕнче Грозный аэропортĕнче çĕмĕрнĕ
18.01.02 Раççей Федерацин ялавĕ65004 Раççей Федерацин ялавĕПулково н.д. пĕтĕмпех паллă мар
04.03.02 Раççей Федерацин ялавĕх.ç. Раççей Федерацин ялавĕМоздок 0/х.ç. ВАЙ айккинче 450 м анса ларнă, ĕçрен кăларнă
24.06.03 Раççей Федерацин ялавĕ65929 Раççей Федерацин ялавĕНягань 0/11 япăх юсанă хыççăн вĕçсе хăпарайман.
24.08.04 Раççей Федерацин ялавĕ65080 Раççей Федерацин ялавĕТула облаçĕ 44/44 Террорист-вилĕмçĕ сирпĕтнĕ.
10.07.06 Раççей Федерацин ялавĕ05 Украина ялавĕСимферополь патĕнче 0/29 Çар самолечĕ. Гвардейское аэродромран вĕçсе хăпарнă чухне сулахай двигательне кайăк лекет; самолет ВАЙ ярăмĕнчен тухса ӳкет те ăна çулăм тивет.[20]
17.03.07 Раççей Федерацин ялавĕ65021 Раççей Федерацин ялавĕСамар 6/57 Диспетчер тата экипаж йăнăшăвпе анса ларнă чух çапăннă. Самолетăн иккĕмĕш çаврана каймалла пулнă.

Çавăн пекех пăхăр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пĕр пек самолётсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Aerotransport.org
  2. ^ Ту-134 на сайте ОАО «Туполев» 2012 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗнче архивланӑ.
  3. ^ Авиационный сленг 2
  4. ^ Д-30 (ПС-30) — Aviaros.ru
  5. ^ 1 тата 2 Air-bilet.ru 2006 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче архивланӑ.
  6. ^ ТОС — Ульяновский музей авиации 2008 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче архивланӑ.
  7. ^ Характеристики Ту-134А на сайте «RusAir»
  8. ^ Ту-134Б на сайте Avia.ru 2008 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче архивланӑ.
  9. ^ Ту-134Ш на сайте AirWar.ru
  10. ^ http://aviation-safety.net/database/dblist.php?field=typecode&var=473%&cat=%1&sorteer=datekey&page=1 2011 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче архивланӑ.
  11. ^ 1, 2, 3, 4, 5 тата 6 Авиакатастрофы самолетов Ту-134
  12. ^ Катастрофа Ту-134А Латвийского РПО ГА в Лиепае
  13. ^ 1 тата 2 ТЯЖЕЛЫЕ ПРОИСШЕСТВИЯ С САМОЛЕТОМ Ту-134 2012 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче архивланӑ.
  14. ^ Катастрофа Ту-134А Белорусского УГА в районе а/п Минск-2
  15. ^ Тяжелые происшествия с самолетом Ту-134 2012 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче архивланӑ.
  16. ^ Катастрофа Ту-134А Коми УГА в районе Сыктывкара
  17. ^ Катастрофа мозамбикского Ту-134 в Драконовых горах
  18. ^ 1, 2 тата 3 Уничтожение трех самолетов а/к Transair Georgia в ходе вооруженного конфликта в Абхазии
  19. ^ Катастрофа Ту-134Б-3 а/к 'АЗАЛ' в Нахичевани
  20. ^ http://www.youtube.com/watch?v=Dc2ExGJKjv0&feature=related


Туполев ОКБ самолёчĕсем
АНТ серийĕ: АНТ-1 | АНТ-2 | АНТ-3 «Пролетарий» | АНТ-4 «Страна Советов» | АНТ-5 | АНТ-6 | АНТ-7 | АНТ-8 | АНТ-9 | АНТ-13 | АНТ-14 | АНТ-16 | АНТ-17 | АНТ-20 «Максим Горький» | АНТ-21 | АНТ-22 | АНТ-23 | АНТ-25 | АНТ-26 | АНТ-27 | АНТ-29 | АНТ-31бис | АНТ-37 | АНТ-40 | АНТ-42 | АНТ-44 | АНТ-46 | АНТ-58 | АНТ-68 | АНТ-69

Вăрçă тĕллĕ: ДИ-8 | ДИП | И-1 | И-2 | И-3 | И-4 | И-5 | И-8 | И-12 | И-14 | МИ-3 | Р-3 | Р-6 | Р-7 | СДБ | ТБ-1 | ТБ-3 | ТБ-4 | ТБ-6 | ТШ-Б | ФБ | Ту-1 | Ту-2 | Ту-4 | Ту-6 | Ту-8 | Ту-10 | Ту-12 | Ту-14 | Ту-16 | Ту-22 | Ту-22М | Ту-24 | Ту-28 | Ту-64 | Ту-73 | Ту-75 | Ту-78 | Ту-80 | Ту-81 | Ту-82 | Ту-85 | Ту-88 | Ту-89 | Ту-91 | Ту-95 | Ту-96 | Ту-98 | Ту-107 | Ту-119 | Ту-121 | Ту-126 | Ту-128 | Ту-135 | Ту-138 | Ту-142 | Ту-148 | Ту-160

Пассажир: Ту-70 | Ту-104 | Ту-110 | Ту-114 | Ту-116 | Ту-124 | Ту-134 | Ту-136 | Ту-144 | Ту-154 | Ту-155 | Ту-156 | Ту-164 | Ту-204/Ту-214 | Ту-234 | Ту-244 | Ту-324 | Ту-330 | Ту-334 | Ту-414 | Ту-444

Амфиби: МДР-2 | МДР-4 | МК-1 | МР-6 | МРТ-1 | МТБ-1 | МТБ-2 | МЭР

Вĕçевçĕсĕр аппаратсем ВР-2 | ВР-3 | Ту-123 «Ястреб» (ДБР-1) | Ту-130 | Ту-141 «Стриж» | Ту-143 «Рейс» | Ту-243 «Рейс-Д» | Ту-300 «Коршун»