Тимĕр
| ||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||
Сĕлтĕлле металсем | Сĕлтĕлле-çĕрле металсем | Куçăмлă металсем | ||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||
Çăмăл металсем | Металлоидсем | Инертлă газсем | ||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||
|
Тимĕр / Ferrum (Fe) | |
---|---|
Атом номерĕ | 26 |
Ансат япалалăхăн курăмĕ | туптанакан çыхланакан шурă-кĕмĕл тĕслĕ метал |
Атом палăрăмĕсем | |
Атом масси (моль масси) |
55,847 а. е. м. (г/моль) |
Атом радиусĕ | 126 пм |
Ионизаци энергийĕ (пĕрремĕш электрон) |
759,1(7.87) кДж/моль (эВ) |
Электронсен конфигурацийĕ | [Ar] 3d6 4s2 |
Химилле палăрăмсем | |
Ковалентла радиус | 117 пм |
Ион радиусĕ | (+3e) 64 (+2e)74 пм |
Электронегативлăх (Полинг шучĕпе) |
1.83 |
Электрод потенциалĕ | Fe←Fe3+ -0,04 В Fe←Fe2+ -0,44 В |
Оксидлав капашĕсем | 6, 3, 2, 0, -2 |
Ансат япалалăхăн термодинамикăлла палăрăмĕсем | |
Тачăлăх | 7,874 г/см³ |
Пайлавла ăшăшăнăçтарăш | 25,14[1] Дж/(K·моль) |
Ăшăяраслăх | 80,4 Вт/(м·K) |
Шăрану температури | 1 812 K |
Шăраннин пайлавла ăшши | 247,1 кДж/кг 13,8 кДж/моль |
Вĕрев температури | 3134 K |
Пăспулăмăн ăшăлăхĕ | ~6088 кДж/кг ~340 кДж/моль |
Моль калăпăшĕ | 7,1 см³/моль |
Ансат япалалăхăн кристалл решетки | |
Решетке тытăмĕ | кубла калăпăшĕпе центрланă |
Решетке периочĕ | 2,866 Å |
c/a танлашăнни | — |
Дебай температури | 460 K |
Fe | 26 |
55,847 | |
[Ar]3d64s2 | |
Тимĕр |
Тимĕр — Элементсен периодикăллă системин хими элеменчĕ авăр хисепĕ 26, символĕ Fe (лат. Ferrum), шурă-кĕмĕл тĕслĕ. Тап-таса чух туптануллă куçăмлă металл, авалтанах çын унпа анлă усă курать.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Пирĕн эрăччен IV пинçуллăхра авалхи тимĕртен тунă япаласене авалхи шумерсен тата Авалхи Икĕпат тĕнчин вырăнĕсенче археологи ĕçĕсемпе çĕр чавса тупнă. Çав тапхăрта тимĕртен тунă хатĕрсем — çĕмренсен тăррисем (вĕçĕсем) тата илемлĕ капăрлăхсем пулаççĕ. Вĕсене тунă чухне метеорит тимĕрĕпе, тĕплĕнрех, тимĕр-никĕл пĕрлĕ хутăш шăранчăкĕпе усă курнă.
Пирĕн эрăччен иккĕмĕшпе виççĕмĕш пинçуллахсем хушшинчи тапхăрта Месопотамире, Анатолире тата Икĕпатра тимĕртен шăратса тунă пĕрремĕш япала хатĕрĕсĕм (вĕсенче никкĕл çуккипе палăртаççĕ). Çапла пулсан та, этеплĕх япалисене хатерленĕ чухне тимĕрпе усă курнă. Çавăнпа ĕнтĕ, тимĕр çав чухне питĕ хаклă — ылтанран та пысăк пĕлтерĕшлĕ — шутланнă.
«Илиада» тапхăрĕнче хĕçпăшала бронзăран тунă, çапах та Гомер («Илиадăн» 23-мĕш юрринче) çапла çырать: лаптак çаврашкана (диск) инçе ывăтас ăмăрту çĕнтерӳçне — Ахилла — тимĕр диск парнине панă. Пирĕн эрăччен 1600 — 1200 çулсенче тимĕрçĕ ĕçĕ Çывăх Тухăçра та саралнă, анчах та бронзăна хуса çитеймен.
Пирĕн эрăчченхи XII-ре X ĕмĕрсем хушшинче Çывăх Тухăçра хатĕрпе хĕçпăшал тăвас ĕç-пăшлăх питĕ хăвăрт ӳссе пырать — кулленхи пурнăçа бронзăна тимĕр улăштарсах пырать. Ахăртнех, çакă хăвăрт улшăну бронзăна шăратса тумаллин пайĕ — тăхланĕ — çителĕксĕррипе пулнă. Тимĕрпе пур çĕрте те усă курма пуçланă тапхăра тимĕр ĕмĕрĕ теççĕ.
Авалхи саманара тимĕре чĕрĕ сывлăшпа вĕртерсе тунă. Çак мелпе тимĕр тăприпе йывăç кăмрăкĕн пĕтĕрĕнсе хутăшакан сийĕсем ятарлă курнăра шăранаççĕ. Тăпрана хĕртнĕ май чуста евĕр купккăллă тимĕр, çунăк каяшран туптаса тасатаççĕ. Пĕрремĕш курнари температура çав тери хĕрӳ пулман — чукунăн шăрату температуринчен сивĕрех, çапла тимĕр сахал углеродлă пулса тухнă пулнă. Çавăнпа та хăш чух тимĕр япалан çиелти сийĕсене углеродпа тачăлатса кăмрăкпа тепĕр хут хĕртсе çирĕплетнĕ. Çакăн пек тунă тимĕр хатĕрсем бронзăран шанчăклăрах пулнă.
Малашнелле тимĕр шăратма курнăсене лайăхрах ăсталанă (вырăсла домна тенĕ), вĕсен хĕрӳ температури тимĕре чукуна куçарма виçене çитнĕ. Пĕрмĕш чукуна сиен çум тупăçĕ вырăнне хунă (акăл. pig iron, вырăсла сысна тимĕрĕ, чушка (çак сăмахран, ĕнтĕ, «чукун» пулса тухать) тенĕ. Каярах, курнара сывлăшпа хытă вĕрсе тепĕр хут хĕртсе шăрантарсан чукунран паха тимĕр тулса тăрать. Çак икĕ хушă куçăмпа тимĕре шăратасси чи тупăçлă меслет шутланать. Çак мелпе тимĕре темиçе ĕмĕр шăратнă.
Метеорит тимĕрĕпе Китайра, Европăри пекех, пĕр вăхăталлах усă курма тытăннă. Тимĕр тăвас промăçлă, ахăртнех, унта п.э. VIII ĕмĕрте пуçланнă. Чукун тума п.э I ĕмĕрте тытăннă.
Пĕр шухăшпа, хурçăпа чукуна шăратас ĕçе Европăна монголсем Раççей урлă илсе çитернĕ. Тĕплĕнрех Тимĕр кун-çулĕ статьяна вулăр.
Тимĕр геохимийĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]56Fe тимĕр изотопĕ тăнăç тĕшĕлли шутланнă:
Тимĕр минералĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Тупăçлани
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Промăçлăхра тимĕре тимĕр тăпринчен, ытларах гематитпа (Fe2O3) тата магнетитран (Fe3O4) тăваççĕ.
Тимĕр тăпринчен тимĕре çитерес темиçе меслет пур. Чи анлă усă курмалли домнăра шăратасси. Ӗç пулăмĕн пĕрремĕш пайĕ — тимĕре углеродпа 2000 °C температурăллă домна кăмакинче çĕнетни. Домна кăмакине кокс ăшĕнчи углерод, агломерат е окатышпа флюслă (тĕслĕх, акшар) тимĕр тăприне çӳлтен яраççĕ, аялтан вĕри сывлăша хăвалаççĕ.
Кăмакара кокс углерочĕ сывлăшри йӳçлĕкпе углеродăн монооксичĕ (сĕрĕм) пуличчен йӳçет:
Хăй енчен, тимĕре тăпраран сĕрĕм те çĕнетет:
Усă курни
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Тимĕр — чи усă курмалли металл, тĕнче металлургинче 95 % яхăн ĕçе кĕрет.
- Тимĕр — конструкциллĕ материалсен йышне кĕрекен хурçăпе чукунăн тĕп компоненчĕ.
- Тимĕр хутăш шăранчăксене кĕрет — сăмахран, никĕллисене.
- Тимĕрĕн магнитлă йӳçĕкĕ
Физика пахалăхĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Изотопĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Çавăн пекех пăхăр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асăрхатарусем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Редкол.:Кнунянц И. Л. (гл. ред.) Химическая энциклопедия: в 5 т. — Мускав: Советская энциклопедия, 1990. — Т. 2. — С. 140. — 100 000 экз.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Тимĕр Webelements çинче
- Тимĕр Хими элеменчĕсен халăх вулавăшĕнче 2011 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче архивланӑ.
- Тимĕр çĕр управĕсенче 2007 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче архивланӑ.
- Çын органисăмĕнче çитмен е ытлашши тимĕр пулнипе пулакан амаксем