iBet uBet web content aggregator. Adding the entire web to your favor.
iBet uBet web content aggregator. Adding the entire web to your favor.



Link to original content: https://cv.wikipedia.org/wiki/Кени
Кени — Википеди Контент патне куҫ

Кени

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Jamhuri ya Kenya
Republic of Kenya

Кени республики

Кении ялавĕ Кени гербĕ
Патшалăх чĕлхисем суахили, акăлчан чĕлхи
Тĕп хула Найроби
Чи пысăк хула Найроби
Президент
Премьер-министр
Мваи Кибаки
Раила Одинга
Лаптăкĕ
 - Пĕтĕмпе
46 вырăнта
 582 650 км2
Халăх йышĕ
 - Пĕтĕмпе(2007)
 - Йышлăхĕ
37 вырăнта
36 913 721
59/км²
Валюта ячĕ кени шиллингĕ
Вăхăт тăрăхĕ ГВ +03 пуçласа +03 таран
Патшалăх гимнĕ «Ee Mungu Nguvu Yetu»
Тетел доменĕ [[.ке]]
Тел. префиксĕ 254(+005 Танзанипе Угандăран

Кени (суахили и акăл. Kenya), официаллă ячĕ — Кени Республики (суахили Jamhuri ya Kenya, акăл. Republic of Kenya) — Хĕвелтухăç Африкăри патшалăх. Аслă Британи колонийĕ пулнă.

Кени картти

Çурçĕрте Эфиопипе, Сомалипе хĕвелтухăçĕнче, Танзанипе кăнтăр-хĕвеланăçĕнче, Угандапа, Кăнтăр Суданпа çурçĕр-хĕвеланăçĕнче чикĕ тытать. Чикĕ тăршшĕ 3477 км: Эфиопипе — 861 км, Сомалипе — 682 км,Кăнтăр Суданпа — 232 км, Танзанипе — 769 км тата Угандăпа — 933 км[1]. Кăнтăр-хĕвеланăç çыранĕ Инди океанĕ хĕрринче, хĕвеланăçĕнче Виктори вырнаçнă., [1]. Лаптăкĕ 582 650 км², вĕсенчен 11 230 км² шыв айĕнче[2]. Çĕршыв варрипе экватор иртет.

Сафари

Кени халăхĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Халăх йышĕ - 40,0 млн ( 2010 çулхи çĕртме уйăхĕ тĕлне).

Çулталăкра ӳсни — 2,6 % (2010); Пĕр хĕрарăм пуçне 4,4 ача (фертильность), 1000 çын пуçне 35 ача çуралать, 1000 ачаран 53 пĕчĕкĕлле вилет. 1000 çын çине 9 çын вилет. Вăтамран арçынсем 58 çул, хĕрарăмсем ÿ[ çул пурăнаççĕ.

ВИЧ инфекцийĕн шайĕ 6,7 % тесе шутлаççĕ (2003).

Çын шучĕпе çак халăхсем сарăлнă: кикуйю 22 %, лухья 14 %, луо 13 %, календжин 12 %, камба 11 %, кисии 6 %, меру 6 %, ытти африканецсем 15 %, африканец маррисем (индийцы, акăлчансем, арапсем) 1 %.

Арçынсен 90 %, хĕрарăмсен 80 % хутла пĕлет ( 2003).

Хуласенче халăхăн 22 % пурăнать (2008).

Тĕнсем — протестантсем 45 %, католиксем 33 %, мусульмансем 10 %, абориген йăлисем 10 %, ыттисем 2 % .

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ 1 тата 2 CIA. The World Factbook. Kenya. Тĕрĕсленĕ 15 июля 2011.
  2. ^ Kenya - Location, size, and extent. Encyclopedia of the Nations. Тĕрĕсленĕ 16 июля 2011.
Википедире портал пур
«Африка»

Шаблон:Африка Шаблон:Африка союзĕ