iBet uBet web content aggregator. Adding the entire web to your favor.
iBet uBet web content aggregator. Adding the entire web to your favor.



Link to original content: https://cv.wikipedia.org/wiki/Англи
Англи — Википеди Контент патне куҫ

Англи

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Англи Аслă Британи картти çинче

Англи (акăл. England) — Аслă Британин чи пысăк пайĕ. Англи Аслă Британи утравĕн кăнтăр-тухăçĕнче вырнаçнă. Ячĕ кунта VVI ĕмĕрсем хушшинче пурăннă анкăл йăхĕсенчен пулать.

Англи Аслă Британи утравĕн иккĕ виççĕмĕш пайне йышăнать. Çурçĕрте Англи Шотландипе, анăçра — Уэльс па чикĕ тытать.

Хальхи Анкăл (Англи) территорине пирĕн эрăччен тапхăрта кельт йăхĕсем шутĕнчи бритсем йышăнса пурăннă. Утравăн кăнтăр пайĕнчи çĕрсене (паянкунхи Анкăлпа Уэльс) Рим империйĕ вăрçса илсе хăйĕн шутне кĕртнĕ. Рим легионĕсем пулăшнипе кăна Рим Британийĕ варвăрсене (германсене) хирĕç тăма пултарнă. Германсене VVI ĕмĕрсенче, хроникăсенче кăтартнă май, кунта бритсем хăйсемех чĕннĕ, вĕсен вăйĕпе усă курса çурçĕр çĕрĕсенчи — пиктăсемпе скоттсемчен хӳтĕленес сăлтавпа. Килнĕ герман йăхĕсем виçĕ ушкăнĕ — ютсем, саксăсем тата анкăлсем — бритсен территорине алла илсе, вĕсене Уэльспа Корнуолл çумнелле хĕсме тытăннă. Вăхăт иртнĕ çем германсем тытса илнĕ çĕрсенче уйрăм çĕршывсем, пĕри, сăмахран, «Анкăл-саксон гептархийĕ» (çичĕ патшалăх пĕрлĕхĕ) йĕркеленме тытăннă.

Хăшпĕр историксем тăрăнсене нормансен тапхăрĕнчен 1066 шутлаççĕ. Анкăлсен монарх нумĕрленĕвĕ те çак пула-иртĕвĕрен шутлаççĕ.

Вильгельм Çĕнтерсе илӳçĕ çĕршыва никĕслемен те, пухса пĕрлештермен,вăл Анкăла çапăçса илсе, вырăна франксемпе нормансен тăрăнне лартса хăварнă çеç. XIII ĕмĕр вĕçĕнче кӳршĕллĕ Уэльс кнеçлĕхе Анкăл хăй çумне çавăрса илет, кнеçлĕх вара акăлчансен патшалăхĕн пайĕ пулса тăрать. Анкăл ирĕклĕхлĕ патшалăхĕн историйĕ Вăтам ĕмĕрлĕхпе Чĕрĕлӳ саманинчен пуçласа Елизавета I тăрăнлăхĕн тапхăрне çитиччен.

Елизавета I Тюдорсен династинчи юлашки тăрăнĕ пулать, ун хыççăн астула Иаков I Шотланди ĕмпĕве пулнăскер илет. Анкăлпа Шотланди пĕрлĕхне тепĕр çĕр çул иртсен Пĕрлĕх акчĕпе (1707) çирĕплетнĕ. Çакăн хыççăн Анкăлпа Шотланди Пĕрлешĕннĕ Патшалăх (United Kingdom) тесе палăртма пуçлаççĕ.

Акăлчан чĕлхипе калаçакан тĕнчери вырăнсем. Тĕксĕм кăвак тĕспе акăлчан официаллă чĕлхеллĕ çĕршывсене сăрланă.
Англи халăхĕ.

Паллă çыннисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]