iBet uBet web content aggregator. Adding the entire web to your favor.
iBet uBet web content aggregator. Adding the entire web to your favor.



Link to original content: http://cv.wikipedia.org/wiki/Грек_чĕлхи
Грек чĕлхи — Википеди Контент патне куҫ

Грек чĕлхи

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Грек чĕлхи
Тăван ячĕ: Ελληνικά [ɛ̞ˌliniˈka]
Патшалăхсем: Греци, Кипр; общинăсем: Абхазире, Австралире, Албанире, Эрменире, Аслă Британире, Германире, Грузире, Икĕпатра, Израильте, Италире, Казахстанра, Канадăра, Раççейре, АПШ-ра, Турцире, Украинăра, Швецире
Официаллă статус: Греци Греци
Кипр Кипр
Европа пĕрлешĕвĕ Европа пĕрлешĕвĕ

Регионри е вырăнти официаллă чĕлхе[1]:
Эрмени Эрмени
Албани Албани
Итали Итали
Украина Украина

Рейтинг: 68[2]
Классификаци
Категори: Еврази чĕлхисем
Индоевропа çемьи
Палеобалкан турачĕ
Грек-фриг-эрмен группи
Грек группи
Çырулăх: грек алфавичĕ
Чĕлхе кочĕсем
ISO 639-1:
ISO 639-2:
ISO 639-3:
Çавăн пекех пăхăр: Проект:Лингвистика

Гре́к чĕлхи (тăван ят — ελληνικά [ɛliniˈka], ελληνική γλώσσα [ɛliniˈci ˈɣlɔsa]) — индоевропа чĕлхе çемьинчи чĕлхесенчен пĕрри. Грек группине кĕрекен пĕртен-пĕр чĕлхе, çапах та хăш чухне унăн уйăрăлнă диалекчĕсене — пĕтес патне çитнĕ цакон, каппадок тата понт чĕлхиесене — асăнаççĕ[3][4]. Грек чĕлхи çырăвĕн историне 3,5 пин çул маларах палăртнă; уйрăм тапхăрсенче урăх ятсемпе асăнаççĕ (микен грек, авалхи грек, висанти, çĕнĕ грек).

Грек группине кĕрекен пĕртен пĕр чĕлхе. Грецире тата Кипрăн грексен пайĕнче вăл официаллă чĕлхе шутланать.

Çĕнĕ грек чĕлхине тăванни вырăнне хурса калаçакан йышĕ — 13 млн яхăн çын. Националлехĕпе — грексем, çапах та Грецире çавăнпа эллинленнĕ арумынсен, мегленорумынсен, чикансен, албансен (уйрăмах арнаутсен), славянсен хăшпĕр пайĕсем, çĕршывăн çурçĕр çĕрĕнчи мăсăльман групписем те пуплеççĕ. Çĕнĕ грек чĕлхи Грецире тата Кипр Республикин (утравăн 63 % лаптăкĕ) грек пайĕнче официаллă чĕлхе шутланать . Греци ытти балкан çĕршывĕсмпе экономика хутшăнăвĕсене тачăлатнă май, çаплах çĕршыва юлашки 20 çул хушшинче нумай мигрант килсе трулнипе, грек чĕлхипе Греципе юнашар çĕрсенче усă кураççĕ. Уйрăмах унăн ролĕ Албанире çӳллĕ шайра, унта вăл патшалăхăн кăнтăрĕнче тата шĕкĕр хуласенче анлă сарăлнă, Гирокастра, Дельвина (тăрăх) тата Саранда тăрăхĕсенче ĕç чĕлхи пулать [5]. Диаспора хăйĕн кулленхи пурнăçĕнче, грек чĕлхипе Австралире, Канадăра тата АПШ-ра пурăнакан грексем усă кураççĕ. Грек чĕлхипе ют чĕлхе пек калаçма пĕлекен шучĕ 3-рен 5 миллиона çити. Çакăн чухнех Совет Союзĕн территоринче пурăннă грек-урумсен тăван чĕлхи тахçанах турккă чĕлхи е урăх тĕрĕк диалекчĕсем шутланнă.

Грек чĕлхипе аталанăвĕн пур этапĕсенчех питĕ пуян литературăна тунă. Рим империнче грек чĕлхине кашни вĕреннĕ çынăн пĕлме тивеç пулнă. Латыне грексенчен нумай сăмах кĕнĕ, грек чĕлхине те — чылай латынь тата роман сăмахĕсем. Çĕнĕ Саманара авалхи грек чĕлхи (латыньпе пĕр танах) ăслăхпа техникăри çĕнĕ терминĕсене (тĕнчери лексика) ят панă. Вырăс чĕлхине грек сăмахĕсем ытларах иккĕ майпа — тĕнчери лексика тата чиркӳ-славян чĕлхи витĕр.

Грек чĕлхи авалхи çыруллă чĕлхесен йышне кĕрет. Грек алфавичĕ фикинсен çырăвĕнчен аталаннă пулас. Чи авалхи çырулăх палăкĕсем пирĕн эрăчченхи XIV—XII ĕмĕрсенчен пыраççĕ.

Чĕлхе аталанăвĕн тапхăрĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чĕлхен çак тапхарсене уйăрмалла:

Вырăнти калаçусем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ European Charter for Regional or Minority Languages
  2. ^ Languages by number of speakers (акăлч.). SIL International (2009). çăлкуçран архивланă 22 Ҫурла уйӑхӗн 2011. Тĕрĕсленĕ 8 Ҫу уйӑхӗн 2010.
  3. ^ Сăмахран, тĕнчери чĕлхесен Ethnologue хыпар кĕнекинче кападок, понт, еврей-грек тата цакон идиомисене уйрăм чĕлхесем тесе палăртнă.
  4. ^ Greek (акăлч.). Ethnologue: Languages of the World (17th Edition) (2013).(2014 çулхи Юпа уйӑхӗн 30-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)
  5. ^ Цитатăланă чухнехи йăнăш Неверный тег <ref>; для сносок ethnologue не указан текст