iBet uBet web content aggregator. Adding the entire web to your favor.
iBet uBet web content aggregator. Adding the entire web to your favor.



Link to original content: http://cv.wikipedia.org/wiki/Аслан_Степан_Степанович
Аслан Степан Степанович — Википеди Контент патне куҫ

Аслан Степан Степанович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Степан Аслан
Çуралнă чухнехи ят: Степан Степанович Степанов
Çуралнă вăхăт: 1917, чӳк, 18
Çуралнă вырăн: Тури Сурăм ялĕ, Çĕрпӳ уесĕ, Хусан кĕпĕрни ({халĕ Чăваш Енĕн Канаш районĕ)
Вилнĕ вăхăт: 1980, раштав, 25
Вилнĕ вырăн: Çĕнĕ Шăхаль ялĕ, Канаш районĕ, Чăваш Ен
Пăхăнулăх:
Ĕçлев тĕсĕ: чăваш прозăçи, сăвăçĕ, тăлмачĕ
Жанр: повеç, роман, калав
Ĕçсен чĕлхи: чăваш
Парнесем: Чăваш АССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеплĕ хучĕ

Аслан Степан Степанович (Степанов) (18.11.1917, Тури Сурăм ял, Çĕрпӳ уесĕ, Хусан кĕпĕрни (халĕ Чăваш Енĕн Канаш районĕ) — 25.12.1980, Çĕнĕ Шăхаль ялĕ, Канаш районĕ, ) — чăваш çыравçи, Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă.

ССРП ÇП пайташĕ (1956)[1].

1917 çулхи чӳкĕн 18-мĕшĕнче Çĕрпӳ уесĕнчи (халĕ Канаш районĕ) Тури Сурăм ялĕнче çуралнă.

Шăхасанти тĕслĕх кăтартакан колхоз çамрăкĕсен шкулĕнче вĕреннĕ. Канаш районĕн хаçатĕнче яваплă секретарĕ пулса ĕçленĕ. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă (1941-1942).

1980 çулхи раштавăн 25-мĕшĕнче Канаш районĕнчи Çĕнĕ Шăхаль ялĕнче вилнĕ.

Çыравçă пултарулăхĕшĕн уйрăмах çак очерксем паллă:

  • «Разведчик Комков» (1941);
  • «Засадăра»;
  • «Гварди капитанĕ Кириллов» (1943);
  • «Халăх вăйĕпе, тӳрĕ кăмăлпа» (1949);
  • «Телей çулĕпе» (1950);
  • «Çул çинчи çутăсем»;
  • «Сутнел çамкинче»;
  • «Улма йывăç авăнать»;
  • «Паян колхозра» (1951);
  • «Çемье» (1952);
  • «Пурнăç илемĕ»;
  • «Почтальон килсен» (1953);
  • «Кил-йыш»;
  • «Çул çинче»;
  • «Ĕçчен хĕр»;
  • «Аслă Октябрь тивлечĕпе» (1957);
  • «Ырă ят»;
  • «Ай, улми, сад улми» (1959).

Ачасем валли калавсем:

  • «Пулла кайсан»;
  • «Маруçăпа Валерик»;
  • «Илемли»;
  • «Павăл савăнăçĕ».

Степан Асланăн пурĕ 18 кĕнеке пичетленсе тухнă. Кĕнекисем:

  • «Çул çинчи çутăсем» (калавсем, 1952);
  • «Ахрат» (роман, 1957, 1983 2021 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче архивланӑ.);
  • «Алла-аллăн» (роман,1958);
  • Калавсем (1959);
  • «Сад ăсти Григорий Петров» (очерк, 1960);
  • «Хам айăплă» (калав, 1960);
  • «Илемли» (калавсем, 1960);
  • «Хăват» (роман, 1961, 1987);
  • «Ял калавĕ» (калавсемпе очерксем, 1963);
  • «Сехмет» (роман, 1967);
  • «Пуçламăшĕ» (повесть, 1967).

Степан Асланăн чӑвашларан вырӑсла куҫарнӑ кӗнекесем, куҫарнӑ А.В. Асланина-Павлова:

  • «Ростки жизни» (повесть, 2017);
  • «Ахрат» (роман, 2023)
  1. Eфимова, А. А. Степан Аслан прозинчи пултарулăх шыравĕсем / А. А. Eфимова. – Шупашкар : Чăваш патш. гуманитари ăсл. ин-чĕ, 2001. – 198 с.
  2. Арланова, Е. Паллă çыравçă / Е. Арланова // Урал сасси. – 2012. – 22 чӳк (№ 47). – С. 3 : фот.
  3. Ефимова, А. Степан Аслан пултарулăхĕ çинчен / А. Ефимова // Тăван Атăл. – 2012. – № 11. – С. 13-14. – (Эткер).
  4. Прокопьев, В. Тăван çĕр сĕткенĕ // Прокопьев, В. Канаш тăрăхĕн ятлă-сумлă çыннисем / В. Прокопьев. – Шупашкар, 2005. – С. 26-29.
  5. Çыравçă хăй çинчен : Степан Аслан çуралнăранпа – 95 çул // Тăван Атăл. – 2012. – № 11. – С. 10-13 : фот. – (Эткер).
  6. Афанасьев, П. Аслан (Степанов) Степан Степанович // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Чебоксары, 2006. – С. 37.
  7. Кириллова, Т. И. Аслан (Степанов) Степан Степанович / Т. И. Кириллова // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2006. – Т. 1 : А-Е. – С. 146.
  8. Степанов Степан Степанович (Аслан) // Энциклопедия чувашской журналистики и печати. – Чебоксары, 2014. – С. 419-420.
  9. Хлебников, Г. Послевоенные романы // Хлебников, Г. Чувашский роман / Г. Хлебников. – Чебоксары, 1966. – С. 129-144.
  10. Юрьев М.Ю. Чăваш писателĕсем // Био-библиографи справочникĕ – ЧăвашАССР кĕнеке издательстви, Шупашкар, 1968 – С. 33-36
  11. Сăмах - редактора. Тав сана, вулаканăм, Хамăра ăслă та пуян пулма ирĕк парар-и?/ Лидия Михайлова(Филиппова)//Тăван Атăл. – 2017. – № 12. – С. 6-7.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]