iBet uBet web content aggregator. Adding the entire web to your favor.
iBet uBet web content aggregator. Adding the entire web to your favor.



Link to original content: http://cv.wikipedia.org/wiki/Çĕр_(планета)
Çĕр — Википеди Контент патне куҫ

Çĕр

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Çĕр (планета) ҫинчен куҫарнӑ)
Ытти пĕлтерĕшсене Çĕр (пĕлтерĕшĕсем) статьяра пăхăр.
Çĕр 🜨
Çĕр чăмăрĕ.
Çĕр чăмăрĕ.
Физика пахалăхĕсем
Экватор радиусĕ, çм 6378,14
Поляр радиусĕ, çм 6356,78
Вăтам радиусĕ, çм 6371,3
Экватор тăршшĕ, çм 40 075
Калăпăшĕ, çм³ 1,0832×1012
Йывăрăшĕ, кг 5,9737×1024
Тачăлăхĕ, г/см³ 5,515
лаптăкĕ, çм² 510 065 700
Ирĕклĕ ӳкен хăвăртлăхĕн ӳсĕмĕ, экватор çинче, м/ç² 9,766
Иккĕмĕш космослăх хăвăртлăхĕ, м/ç 11 180
Çаврăнун сидер тапхăрĕ, сех. 23,934
Орбитăн экватор патĕнчи тайлăмĕ, ° 23,45
Çийĕнчи температура, К
мин. вăтам чи вĕри
185 287 331
Çийĕнчи атмосфера пусăмĕ, кПа 101,325
Орбита пахалăхĕсем
Хĕвелтен аяк вăтам хушă, çм 149 597 890
(1,0 а. в.)
Перигели, çм 147 100 000
Афели, çм 152 100 000
Сидер çулĕн тапхăрĕ, кунсем 365,256366
Вăтам орбита хăвăртлăхĕ, м/ç 29 785,9
Орбитăн эксцкентритечĕ 0,01671022
Эклиптика тӳремĕнчен орбита тайăмĕ, ° 0,00005
Орбитăн çавракăшĕ, çм 924 375 700
спутникĕсем 1 (Уйăх)
спутник шутланать Хĕвел
Атмосфера тытăмĕн шучĕ, %
Азот 77
Йӳçлĕк 21
Аргон 1
Углерод икĕйӳçĕлĕхĕ,

шыв пăсĕ

йĕрĕсем

Çĕр (астрономи символĕ: 🜨) — Хĕвелтен виççĕмĕш тăракан планета, хĕвелĕн спутникĕ. Ун патĕнче çаврăнса тăрать. Хăйĕн йĕри тавра 24 сехет (пĕр кун) хушинче, хĕвель йĕри тавра 12 уйăх (пĕр çул) хушинче çаврăнать. Çулла хĕвел патне çывăха пырать те çӳле хăпарать, хĕлле инçете каять те аяла анать.

Çĕрĕн кун-çулĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çĕр тата ытти Хĕвел системин планетисем 4,54 млрд çул каялла [1] пĕрлĕх Хĕвел тĕтрелĕхĕнчен, диск евĕр тусанпа газран, Хĕвел хыççăн пулса тăнă.

Çĕр тытăмĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Çĕр ушкăнĕн планетисен калăпăшĕсене танлаштарни (сулахайран сылтăмалла): Меркурий, Венера, Çĕр, Марс

Çĕр çаврака, тăпраран, хăйăртан, тăмран, шывран, сывлăшран тăрать.

Хими тытăмĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Ф. У. Кларкăн Çĕр витĕмĕнчи йӳçĕлĕхсен таблици
Çыхăнăвĕ Хормули Процентлă
шучĕ
Вутчул-çĕр SiO2 59,71 %
Тăм-çĕр Al2O3 15,41 %
Кальци йӳçĕлĕхĕ CaO 4,90 %
Магни йӳçĕлĕхĕ MgO 4,36 %
Натри йӳçĕлĕхĕ Na2O 3,55 %
Тимĕр йӳçĕлĕхĕ (II) FeO 3,52 %
Кали йӳçĕлĕхĕ K2O 2,80 %
Тимĕр йӳçĕлĕхĕ (III) Fe2O3 2,63 %
Шыв H2O 1,52 %
Титан икĕйӳçĕлĕкĕ TiO2 0,60 %
Фосфор пентоксичĕ P2O5 0,22 %
Пурĕпе 99,22 %

Çĕрĕн йывăрăшĕ 5,98 яхăн·1024 кг тан. Вăл чылайрах тимĕртен (32,1 %), йӳçамăшрен (30,1 %), кремнирен (15,1 %), магнирен (13,9 %), кӳкĕртрен (2,9 %), никкĕльрен (1,8 %), кальцирен (1,5 %) и алюминирен (1,4 %) тытăнса тăрать; ытти элеменчĕсем çине 1,2 % юлать.

Шалти тытăмĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Çĕрĕн пĕтĕмĕшлĕ тытăмĕ

Çĕр витĕмĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çĕрĕн мантийĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Çĕр моделĕ

Манти — Çĕрĕн силикатлă çавра капламĕ. Вăл ытларах ту тăприллĕ перидотитсенченмагни, тимĕр, кальци селикачĕсенчен тăрать. Мантийĕн ту тăприсем кăштах шăраннисем Çĕр витĕмĕн çӳлти сийне хăпарнă çем базальт е унăн евĕр шăранчăкĕсем пулса тухаççĕ. Манти Çĕр йывăрăшĕн 67 %, 83 % яхăн калăпăшĕн пайĕ пулать. Вăл Çĕр витĕмĕн аялти чиккинчен 5 — 70 километр пуçланса, тĕшĕн чиккине çити, 2900 км пырать.

Çĕрĕн тĕшĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тĕшши тимĕр-никĕль хутăш шăранчăкĕсенчен, ытти сидерофиллă элементсенчен тăрать.

Тектоника платформисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Çĕрĕн тектоникă платхормисен картти.
Плита ячĕ Лаптăкĕ
106 км2
Витĕмлех лаптăкĕ
Африка плитти 61,3 Африка
Антарктика плитти 60,9 Антарктика
Австрали плитти 47,2 Австрали
Еврази плитти 67,8 Ази тата Европа
Çурçĕр Америка плитти 75,9 Çурçĕр Америка тата çурçĕр-тухăç Çĕпĕр
Кăнтăр Америка плитти 43,6 Кăнтăр Америка
Лăпкă океан плитти 103,3 Лăпкă океан
Çĕр Уйăх çинчен курăнни
Ячĕ Диаметр Йывăрăшĕ Мăн çурма тĕнĕлĕ Çаврăну тапхăрĕ
Уйăх 3 474,8 км 7,349·1022 кг 384 400 км 27 кун 7 сехет 43,7 минут

Çавăн пекех

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ G.B. Dalrymple . — California: Stanford University Press, 1991. — ISBN ISBN 0-8047-1569-6
Ку астрономипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.